Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Тухтăрсемпе тĕл пулнă

Тухтăрсемпе тĕл пулнă


ЧР Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе медицина ĕçченĕсем кăçалхи çулла чылай яла çитсе çынсен сывлăхне тĕрĕслеме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Нумаях пулмасть Сухайкасси ялĕнче пурăнакансем те шур халатлисемпе тĕл пулнă. Кунта пурĕ 270 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.
Çак кун ял çыннисемшĕн чаплă уява çаврăннă. Культура ĕçченĕ-сем пуçтарăннисене «Жить здОрОво в Сугайкасах» концерт программипе савăнтарнă. Ачасене валли те хаваслă вăйăсем хатĕр-ленĕ. Вĕсем Макси кушакпа пĕрле вылянă, батутсем çинче сикнĕ, карусельпе ярăннă тата пылак çимĕçсемпе сăйланнă.
Сухайкассисем çак куна сывлăхшăн усăллă та интереслĕ ирттернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *