Тĕп хуламăрта çак кунсенче Çырла фестивалĕ иртнĕ. Унта пĕтĕм республикăран çеç мар, ытти регионсенчен те çырла çитĕнтерекенсем, фермерсем тата сад ăстисем пуçтарăннă.
Чăваш Енри чи лайăх 12 çырла хуçалăхĕ фестивальте хăйсен продукцийĕпе паллаштарнă. Уява пынисем тĕрлĕ çырла туяннă, варенисем тутаннă. Çавăн пекех сад ĕрчетме юратакансем кунта çамрăк хунавсем тата удобренисем туянма пултарнă, çĕнĕ ял хуçалăх техникине курса хакланă.
Республикăра хальхи вăхăтра 3 пин ытла гектар çинче çырла çитĕнет, кăçалхи тухăç 35 тоннăран та иртнĕ. Çак ĕçе аталантарасси çине патшалăх пысăк пулăшу пани те витĕм кÿрет. Юлашки 4 çулта 45 фермер Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн гранчĕсене илсе ĕç пуçарса янă. Федераци шайĕнчи «Агростартап» грант çумне регион бюджетĕнчен тата 1 миллион тенкĕ хушса тÿлеççĕ. «Фермер шкулĕ» ĕçлеме пуçланăранпа тата «Перспектива» гранта та ĕçе кĕртнĕ. Унпа усă курса фермерсем çырла лартаççĕ, удобренисем туянаççĕ. Çавăн пекех продукцие вырнаçтарас енĕпе те пулăшу пур.
Çырла фестивалĕнче варени пĕçерес енĕпе ăсталăх класĕ иртнĕ, сад ăстисен модине кăтартни пурне те хаваслантарнă, пылак çимĕçсене юратакансем вара варени çиес енĕпе конкурсра тупăшнă. Ачасем валли йĕркеленĕ вăйă лапамĕ те пĕр самант та пушă ларман.

