Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Вăрмана сиен кÿнĕ

Вăрмана сиен кÿнĕ


Шăмăршă округĕнчи пĕр ялта пурăнакан 55 çулти лесник вăрман каснă.
Полицие трактор рулĕ умĕнче пулнă çынна тата трактор çинчи пассажирсене илсе пынă. Вĕсен йывăç касма документсем пулман.
Арçын 17 чĕрĕ тата хăрнă 1 йывăçа касма хушнă. Çапла вăл çутçанталăка çур миллиона яхăн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Халĕ вăрманçă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Йывăç каснăшăн унччен ăна икĕ хутчен явап тыттарнă, анчах ăна пĕрех вăрманта ĕçлеме чарман.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *