Чăваш Енре «Информ УИК» проект пурнăçа кĕме пуçланă. Унпа килĕшÿллĕн суйлав комиссийĕн членĕсем килĕрен çÿресе çывхарса килекен суйлавпа çыхăннă ыйтусене уçăмлатаççĕ.
Пирĕн округра пурĕ суйлав комиссийĕн 176 членĕ çула тухнă. Вĕсем халăхпа тĕл пулса мĕнле майпа сасăлама пултарни çинчен каласа параççĕ. Çитес суйлавра хăвăр участока пырса е дистанци мелĕпе сасăлама пулать. Тухса çÿрейменнисем патне суйлав комиссийĕн членĕсем килех килме пултараççĕ.
Килĕрен çÿрекенсене уйăрса илме çăмăл. Вĕсем суйлав паллисене ÿкернĕ ятарлă манишкăсемпе, бейджсемпе, сумкăсемпе. Суйлавçăсен хуравĕсене вĕсем ятарлă мобильлĕ хушăма кĕртеççĕ. Палăртса хăвармалла: комисси членĕсем паспорт даннăйĕсене, логин-парольсене, банкпа çыхăннă информацие ыйтмаççĕ. Вĕсене çын мĕнле майпа сасăласси çеç интереслентерет.

