Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пулăшăва тивĕçнĕ

Пулăшăва тивĕçнĕ

Чăваш Енре 1400 ытла нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемье шкул тата спорт форми илме паракан тÿлеве тивĕçнĕ.

ЧР Ĕçлев министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх çурлан 25-мĕшĕ тĕлне 1403 çемье, çав шутра 2747 ача çак финанс пулăшăвĕпе усă курма ĕлкĕрнĕ. Кашни ачана шкула каймалли япаласем туянма 14280 тенкĕ параççĕ. Пĕтĕмĕшле çак тĕллевпе 39,2 миллион тенкĕ тăкакланă. Пурĕ çак пулăшу мери валли республика бюдже- тĕнче 128 миллион ытла тенкĕ пăхса хă- варнă.

Сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьесен çак пулăшупа усă курас тесен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е Нумай функциллĕ центра çитсе заявлени памалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *