Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Фестивале хутшăннă

Фестивале хутшăннă


Сиккассинчи Шпаковсен «Тарават» çемье ансамблĕ Тутарстан Республикинче иртнĕ фольклор коллективĕсен фестивальне хутшăннă. Вĕсем унта чăваш халăхĕн культурин пуянлăхне кăтартса парса Диплома тивĕçнĕ.
Фестивальте ансамбль членĕсем чăваш юррисене шăрантарнă, асаннесен, мăн асаннесен авалхи рецепчĕпе хатĕрленĕ чăваш сăрипе пурне те сăйланă. Çапла вĕсем тăван халăх йăли- йĕркине ăруран ăрăва парса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *