2029 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче СССР лётчик-космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитӗ.
Ҫав куна республикӑра анлӑн та тивӗҫлипе уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Унта 2029 ҫулта тӗрлӗ мероприяти туса ирттересси ҫинчен каланӑ, ун валли мероприятисен планне хатӗрлеме хушнӑ.

