Хӗрлӗ Чутай округӗнче бюджет тата социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене социаллӑ найм мелӗпе хваттер уйӑрса панӑ.
Нумаях пулмасть хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра вӗсем валли 10 хваттер уйӑрнӑ. Хваттер уҫҫине тивӗҫнисен йышӗнче вӗрентекенсем, медицина ӗҫченӗсем, йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем пулнӑ. Пӗлме: Хӗрлӗ Чутай округӗ – ятарлӑ ҫурт-йӗр муниципалитет фондне пӗрремӗш йӗркелекенсенчен пӗри.

