Чӑваш Ене тискер чӗрчунсене уртаракан чиртен сыхлакан 52 пин доза вакцина кӳрсе килнӗ.
Ҫуркунне кашкӑр, тилӗ, ытти тискер кайӑк валли 26 пин доза эмел хурса тухнӑ.
Халӗ ветеринарсем сунарҫӑсемпе пӗрле вӑрманти йӑвасемпе чӗрчун сукмакӗсем тӗлне «апат» хураҫҫӗ. Ӑна ҫисенех 3 эрнерен иммунитет ҫирӗп- ленет.
Вӑрманта ҫакнашкал брикетсем асӑрхасан тытма, килти выльӑх валли илсе кайма хушмаҫҫӗ.

