80 ҫулти кинемей 2 талӑк вӑрманта ҫухалса ҫӳренӗ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи вӑрманта аташса кайнӑ хӗрарӑм ҫыхӑнусӑр, шывсӑр, апатсӑр пулнӑ. Апла пулин те кӑмпа татса тултарнӑ карҫинккипе кутамккине пӑрахса хӑварман.
Волонтерсемпе йӗрке хуралҫисем ӑна сасӑпа тата ҫутӑпа паллӑ парса шыранӑ. 2-мӗш кунхине килӗнчен 2 ҫухрӑмра тупнӑ.
Вӑйран кайнӑскере килне машинӑпа леҫнӗ, тухтӑрсем пулӑшу сӗнсен вӑл хӑйне аван туйнине пӗлтернӗ.

