Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Социаллă проектсем ăнăçлă ĕçленĕ

Социаллă проектсем ăнăçлă ĕçленĕ


Юнкун Канаш тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров тата округ пуçлăхĕ Валерий Чернов хутшăннă.
Вĕсем мероприятие пуçтарăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн социаллă проекчĕсем пурнăçа еплерех кĕнипе паллаштарнă, авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ суйлава пĕтĕмлетнĕ тата çынсен харпăр хăй ыйтăвĕсем çине те хуравланă.
Тĕлпулăва килнисем «Яркое лето Чувашии» проект кăçал республикăра ăнăçлă ĕçленине палăртса хăварнă. Вăл икĕ пин ытла культурăпа спорт тата ытти савăнăçлă мероприятие хăйĕн тавра пĕрлештернĕ. Проекта пурнăçа кĕртес енĕпе уйрăмах хастар ĕçленĕ муниципалитетсен йышĕнче Канаш тăрăхĕ те пур, кунта пирĕн ентешсем «Яркое лето Чувашии» преоктпа килĕшÿллĕн 139 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Чи малти вырăна ку енĕпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ тата Етĕрне хулисем тухнă.
Проекта пурнăçа кĕртме хутшăннă хастарсене вара наградăсем парса хавхалантарнă. Канаш тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне информаци кунĕнче çитмĕле яхăн çын тивĕçнĕ. Саламлатпăр!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *