Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Кÿлĕ таврашне тасатнă, йывăç лартнă

Кÿлĕ таврашне тасатнă, йывăç лартнă


«Раççей шывĕ» акци хамăр тăрăхри юхан шывсемпе кÿлĕсене çÿп-çапран тасатма пулăшать. Унпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнчи хастарсем туслă ушкăна пуçтарăнса çыран хĕрринче тата шывра выртакан ăпăр-тапăра пуçтарса михĕсене чикеççĕ. Пулăçсене тата шыв хĕрринче канакансене тăван тавралăха тасалăхра тытмалли çинчен асăрхаттараççĕ.
Нумаях пулмасть «Раççей шывĕ» акцие Ачча ял территорийĕнче пурăнакансем те хутшăннă. Канаш тăрăхĕн депутачĕ Сергей Иванов пуçарнипе Катек ялĕнче пысăк субботник иртнĕ. Вырăнти шкулта вĕренекенсемпе волонтерсем тÿрех ялти плотина хĕррине васканă. Вĕсем пластик тата кантăк савăтсене пуçтарнă, çÿп-çап хушшинче пĕр хутчен усă куракан савăт-сапа уйрăмах йышлăн пулнине палăртнă.
Кÿлĕ таврашне çÿп-çапран тасатнă хыççăн тĕллевлĕ акцие хутшăннисем çыран хĕрринче йывăçсем лартнă. Пĕтĕмпе _ 70 ытла хунав, çак йышра вĕрене, юман, çăка тата ытти йывăç пулнă. Вĕсем çитес вăхăтра ÿссе сарăлĕç, шыв хĕррине канма тата пулă тытма килекенсене хăйсен сулхăнне кăчăк туртĕç.
Ĕçлеме пĕлекен канма та пĕлет тесе ахальтен каламан-тăр халăхра. Пысăк ĕç туса ирттернĕ хыççăн çут çанталăк тусĕсем апат çиме ларнă. Пулă шÿрпине хăйсемех кăвайт çинче пĕçернĕ. Пурте пĕрлехи ĕçпе кăмăллă юлнă. Хăйсем хыççăн кашни кану вырăнне типтерлесе хăварнă.
Чăн та, каннă хыççăн хамăр хыççăн пуçтарса тата тасатса хăварма пĕлни питех те пĕлтерĕшлĕ. Кашни çак чăнлăха ăша хывсассăн пирĕн тăван тавралăх тата та илемлĕрех тата илĕртÿллĕрех пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *