Иртнĕ шăматкун, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта «Наци кросĕ» иртнĕ.
Çак чупăва çулсеренех çăмăл атлетикăна аталантарас, çамрăксене спорта явăçтарас тата сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркелесе ирттереççĕ. Вăл çавăн пекех Канаш тăрăхĕнчи шкул ачисен Спартакиадин йышне те кĕрет.
Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕнче старта 800-е яхăн атлет тухнă. Çакă Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем спортпа туслă пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе панă. Спорт уявне пуçтарăннисене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов саламланă, çакăн йышши мероприятисем сывлăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртса хăварнă.
Спортсменсем старта ÿсĕм çулне кура тухса пынă. Çав кун хăйсен вăйне сывлăхĕ енчен хавшак атлетсем те тĕрĕслесе пăхма пултарнă. «Наци кросĕ» Канаш енре пысăк хавхаланупа иртнĕ.

