Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Сӑн ӳкерчӗксемпе кӑсӑкланать

Сӑн ӳкерчӗксемпе кӑсӑкланать


Канашра ҫуралса ӳснӗ Светлана Елисееван сӑн ӳкерчӗкӗсем Мускаври хаҫат хуплашки ҫине лекнӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать.
Светлана Мускаври хими ӗнӗпе аслӑ шкула пӗтернӗ, унтан хӑйӗн профессийӗпе ӗҫленӗ. Декретра ларнӑ чухне вара сӑн ӳкерчӗксемпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӗрне, тусӗсене ӳкернӗ, кайран урамри самантсене сӑнарланӑ. Халӗ вӑл Мускав ҫыннисен пурнӑҫӗнчи самантсене ӳкерсе илет.
Унӑн сӑн ӳкерчӗкӗсем Мускаври пӗр хаҫат ӗҫченӗсене питӗ килӗшнӗ, редакци вӗсене пичетлесе кӑларнӑ, ҫав шутра – хуплашка ҫинче те.
Светлана тӑван тӑрӑхне килсех ҫӳрет. Вӑл чӑваш наци туйне сӑн ӳкерме ӗмӗтленет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *