Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ

Йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ


«Кун-çул кĕске пулсан та ĕмĕр вăрăм», _ тесе çырнăччĕ паллă журналист, сăвăç, публицист Геннадиă Кузнецов. Çак сăмахсем пуçра час-часах çаврăнаççĕ. Ара, кун-çула тăсма та пулать вĕт-ха. Пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе, килĕштерсе пурăнакан мăшăрсен кун-çулĕ самай вăрăм.
Акă, тĕслĕхрен, Анат Вăрманялта йăва çавăрнă Алексей Варфоломеевичпа Евдокия Егоровна Варфоломеевсем 67 çул шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. Йывăр ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ вăрçă ачисем нихăçан та пуç усман.
_ Евдокия Егоровна ĕçсĕр пĕр минут та лараймасть. Аттепе иккĕшĕ 6 ачана çутă кун пилленĕ, _ тет кинĕ Лира Леонидовна. _ Анне питĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăм. Темле йывăрлăха та тÿссе ирттерме тивнĕ ăна, ÿпкелешсе калаçнине нихăçан та илт-мен.
Кинемей 1935 çулхи юпа уйă- хĕн 15-мĕшĕнче Анат Вăрманялта çуралнă, çитĕнсе çитсессĕн Анаткас Кипеч каччипе Алексей Варфоломеевпа çемье çавăрнă. Мăшăр колхозра вăй хунă. Евдокия Егоровна пăру пăхнă, Алексей Варфоломеевич вара трактористра ĕçленĕ. Фермăра та, уйри ĕçсенче те ырми-канми тăрăшнă.
Ачисем хăйсем те тахçанах мăшăрлă тата ача-пăчаллă пулнă. Ашшĕпе амăшĕ патне килсе кайма вăхăт тупаççех. Урăхла мĕнле пултăр-ха;
_ Пирĕн анне питĕ илемлĕ юрлать, тĕрĕ тĕрлет. Çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын вăл, темпе те интересленет. Çулĕ- сене кура мар «Канаш ен» хаçата, чăвашла тухса тăракан ытти кăларăмсене малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа тухать.
Атте балалайка калама юратать. Вăл кăçал февральте 90 çул тултарчĕ, _ тет Варфоломеевсен ывăлĕ Анатолий. _ Анне юпан 15-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Эпир ăна пурте çывхарса килекен çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Çирĕп çывлăх тата нумай çул пире хавхалантарса пурăнма вăй-хал, канлĕх сунатпăр. Атте-анне пур чухне эпир хамăра ача вырăнĕнче туятпăр, чунра та лăпкă.
Çапла, ĕмĕрĕн 90 çулне алла-алăн такăрлатакан Алексей Варфоломеевичпа Евдокия Егоровна Варфоломеевсене пур кăмăлтан сывлăх, ырлăх, мирлĕ пурнăç сунатпăр.
Светлана ИЛЛАРИОНОВА
Анат Вăрманял ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *