Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > КИВ ШЕЛТТЕМĔН ТĂМ ПУССИ, ЯЛАНАХ ЭС МАН АСРА

КИВ ШЕЛТТЕМĔН ТĂМ ПУССИ, ЯЛАНАХ ЭС МАН АСРА


Чĕре юрлать сана аса илсессĕн,
Чун хĕпĕртет ниçта кайса кĕми.
Çуралнă ял ятне халь эп илтсессĕн
Илемленет ман пурнăçăн кĕвви.

Çунатланать чакса пыран вăй-халăм,
Тыткăнласа чĕнет шап-шурă хут.
Каллех сĕтел умне пырса ларатăп,
Ман аллăмра халь ручкăпа шур хут.

Сăмахĕсем шăрçаланса тухаççĕ,
Çут ĕмĕт хумхатать вĕри юна.
Ыр туйăмсем капланнă пек васкаççĕ,
Каллех вĕçетĕп эп тăван яла.

Мĕнле хитре çулла кунти тавралăх:
Вăрман, сар кайăкăн юрри, уй-хир.
Чунри аса-илÿ, тен, вăл асамлăх _
Куç умĕнчех хĕвеллĕ лăпкă ир.

Ун çутипе йăлтăртатать, ав, кÿлĕ.
Карас пулли чăмпăлтатать шывра.
Ку Тăм пусси _ ачалăхăн кун-çулĕ
Ман тачă çыхăннă çак вырăнпа.

Çăмăллăнах эпир ишме вĕреннĕ.
Йĕри тавраччĕ вăл, телей тени.
Малашлăх ырă пуласса ĕненнĕ,
Асрах чечек татса ĕмĕтленни.

Маниç аппа кунта йăмра лартатчĕ,
Пăхса тăратчĕ унăн çыранне.
Натиш аппа пулă тытса ларатчĕ,
Чей курăкĕ пухатчĕ ман анне.

Тăмпа çемçелнĕ сиплĕ сивĕ шывĕ,
Ытарайми илемлĕ Тăм пусси,
Ун çумĕнче тапса тулать çăл куçĕ,
Çу кунĕнче кашниншĕн чун уççи.

Сана аса илсе юрлатăп юрă.
Пурнатăп яланах аса илсе.
Асамлă вырăн эс, таса та ырă,
Ÿстернĕ Эс пурне те пиллесе.

Каç кÿлĕм пахчана эпир васканă,
Шыв йăтнă купăста, хăяр сапма.
Çыран çинче нумай киленсе ларнă,
Ку вырăна чĕре памасть манма.

Аван-и пурăнатăн, ман пĕлесчĕ,
Чи илĕртÿллĕ вырăн çĕр çинче.
Ачалăхри пек ман шыва кĕресчĕ
Ларасчĕ ун çыранĕ хĕрринче.

Чĕре юрлать сана аса илсессĕн,
Чун хĕпĕртет ниçта кайса кĕми.
Çуралнă ял ятне халь эп илтсессĕн
Илемленет ман пурнăçăн кĕвви.

ПĔРЛĔХЕН
Пĕрлĕхенĕм, пĕрлĕхенĕм,
Илĕртÿллĕ эс çырла.
«Пуçтарма каяп-ха», _ терĕм.
Юр вĕçет халь урамра.

Вăхăтра, çук, ăнланмастпăр,
Хакламастпăр пурнăçа.
Хумханатпăр, йăнăшатпăр,
Çухататпăр вăхăта.

Çу иртмен-ха, сарăхаççĕ
Пĕрлĕхенĕн çулçисем.
Ватăлман-ха, шуралаççĕ
Çулсерен çын çÿçĕсем.

Ах мĕн-ма-ши, ах мĕн-ма-ши
Турă çырнă-ши çапла;
Çавăнпа-ши, çавăнпа-ши
Тĕрлĕрен килет шăпа;

Пĕрлĕхенĕм, пĕрлĕхенĕм,
Илĕртÿллĕ эс çырла.
«Пуçтарма каяп-ха», _ терĕм.
Юр вĕçет халь урамра.

ВĂРМАНТА
Хӗл те ҫитрӗ, юр ҫӑвать.
Ҫил тӑман кас-кас тухать.
Хӑй ӗҫне аван тӑвать –
Ҫулсене юрпа хуплать.

Хумханса вӑрман кашлать.
Кашкӑр инҫетре улать.
Пытанса мулкач ларать.
Тилӗ ҫывӑхрах чупать.

Шав таккать улатакка
Хурт кӑпшанкӑ шыраса.
Харсӑр тухтӑр ыр сунса
Сыватать халь йывӑҫа.

Каҫ енне кун ҫавӑрнать
Тӑмана та вӑранать.
Хырӑм пурин те выҫать,
Ҫимелли тупма ыйтать.

Шурӑ-шурӑ юр ҫӑвать,
Вӑрманта чӗр чун пурнать.
Вӑхӑт малаллах шӑвать,
Вӑй илсех хӗлле пырать.

КУКАМАЙ
Кукамай эп, кукамай _
Шухăшлатăп утнă май.
Юнашар манпа мăнук,
Телейли манран халь çук.

Йăл кулса пăхать куçран,
Чăмăртать ман аллăмран.
«Эп юлмастăп, — тет, — санран!»
Мĕн тери пĕрле аван.

Сар чечек пуххи пухан,
Ман пата чупсах пыран.
Тек ыйтатăн: «Ку мĕскер;»
Веç пĕлесшĕн пĕчĕкскер.

Ытама сана илсен
Чуп туса илеп питрен.
«Кукамайăм, кукамай», _
Тетĕн эс мана пĕрмай.

«Кукамай эп, кукамай», _
Шухăшлатăп утнă май.
Юнашар манпа мăнук,
Телейли манран халь çук.

Зоя ГУРЬЕВА-ПĔРЛĔХЕН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *