Олег Николаев инаугураци кунӗнче Федераци Канашне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫран сенатора палӑртнӑ. Хальхинче те вӑл Николай Федоров пулӗ. Ку унӑн – виҫҫӗмӗш срок.
Николай Васильевич 1994-2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин Президенчӗ пулнӑ, 2012-2015 ҫулсенче – РФ ял хуҫалӑх министрӗ. 2015 ҫултанпа – Федераци Канашӗн членӗ.

