Республикӑра пурӑнакансен кун-ҫулне вӑтамран 77 ҫул таран тӑсасшӑн.
Ҫак тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канурисем валли 13 аталану центрӗ уҫнӑ. Хастарсен клубӗсене кулленех 16 пин ытла ҫын ҫӳрет.
Вӗсем валли юрӑ-ташӑ, ал ӗҫ, физкультура кружокӗсем йӗркеленӗ.
Паян пирӗн регионти ҫынсем вӑтамран 73 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Пӗр ӗмӗртен иртнисем – 100-е яхӑн.

