Шупашкарта Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗн пысӑк гастролӗ пулнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 4-мӗшӗччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче хăнасем «Кама пырса тивет, пурне те», «Степан Ромашкин паттӑр» тата «Хӗрлӗ чечек» спектакльсем кӑтартнӑ.
Гастроле «Кама пырса тивет, пурне те» шкул пурнӑҫӗ пирки хроника пуҫланӑ. Ку ĕçпе коллектив регионсем хушшинчи çамрăксен театрĕсен фестивалĕсенче, çавăн пекех Йошкар-Олара, Шупашкарта 9 награда çĕнсе илнĕ.
Ӗпхӳрен килнӗ хӑнасем тараватлӑхшӑн тав тунӑ, куракансене спектакльсем килӗшессе шаннине пӗлтернӗ.

