Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалă- хĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене уйран йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ тырă анисене пăсса сухаласа пыраççĕ. Кĕрхи культурăсен уйĕсен лаптăкĕсем те паянхи куна ĕç планĕпе килĕшсе тăраççĕ.
Халĕ уйран пахча-çимĕçе пуçтарса кĕртме вăхăт. Ку енĕпе Канаш тăрăхĕнче икĕ хуçалăх ĕçлет. «Канмаш» агрофирма сухан туса илет, Шпаков фермер купăста çитĕнтерет. Асăннă хуçалăхсен уйĕсенче паянхи кун ĕç вĕрет.
Шпаков фермер Сиккасси сали çывăхĕн-чи уйра купăста калчисене çуркунне 10 гектар çинче лартса хăварнă. Тухăçĕ ăнса пулнă. Ăста агроном «Муксума» «Нью Йорк» тата «Крауткайзер» сортсемпе ĕçлет. Тухăçа пуçтарса кĕртме ăна ял çыннисем пулăшаççĕ.

