Кăçалхи 8 уйăхра Чăваш Енре пурăнакан 294 пин ытла çын диспансеризаци тата профилактика тухнă.
513 çынран анализ илнĕ хыççăн тĕрлĕ вырăнта усал шыçă тупса палăртнă. Чылайăшĕн вăл малтанхи тапхăрта аталанать, чире сиплеме пулать. Республикăн онкологи пулăшăвĕн амбулатори центрĕсенче çулталăк пуçланнăранпа пациентсене 38 пин хут йышăннă.
Шыçă организмра чухне кашни минут пĕлтерĕшлĕ. Маларах диагноза тата сиплеве палăртма темиçе эрне кирлĕ пулнă, халĕ çак ĕçе ансатрах мелпе хăвăртрах пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн тесен центрсем малтанхи тапхăртах диагностика ирттерсе чиртен сипленме май туса параççĕ. Ку ĕçе халĕ Чăваш Енре тухăçлăрах та йĕркелеççĕ. Пациент Республикăн онкодиспансерне каймасăрах онкологран консультаци илме, тĕрĕсленме, пирвайхи пулăшу илме пултарать.

