Правительство ҫуртӗнче «Ертсе пыракансен команди» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Финала 20-ӗн тухнӑ, 5-шӗ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсене саламланӑ май конкурса хутшӑнни пурнӑҫра кирлӗ пулассине, аталанма ҫӗнӗ майсем панине, халӗ вӗсем кадр резервӗнче пулнине каланӑ.

