Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ.
Унта килнӗ хӑнасем чӑваш тӗррипе паллашнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем ӗлӗкхи йӑлана аса илсе улах ларнӑ. Унта фольклор коллективӗсем хутшӑннӑ.
Хусанта чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ те иртнӗ. Ҫавӑн пекех «Тутарстан чӑваш пикине» палӑртнӑ. Ҫак ята кам тивӗҫни паллӑ: Анна Иванова.

