Кӑҫал «Халӑх участковӑйӗ» ята Михаил Обломов тивӗҫнӗ.
Вӑл – Ҫӗмӗрлери участок уполномоченнӑйӗ, полицин аслӑ лейтенанчӗ. Михаил конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа участковӑй ҫынсен 300 ытла ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ватӑ ҫынсемпе ултавҫӑсем пирки те калаҫать. Халӗ Михаил Обломов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей конкурсӗнче хӳтӗлеме хатӗрленет

