Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗ.
Мускава Шупашкартан кунне виҫӗ хутчен вӗҫме май килӗ. Икӗ рейса «Победа» авиакомпани пурнӑҫлӗ, теприне – «Аэрофлот».
Хӗллехи вӑхӑтра Шупашкартан самолётсем ҫавӑн пекех Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды тата Сургут хулисене вӗҫӗҫ.

