Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Паттăрлăх урокĕ иртнĕ

Паттăрлăх урокĕ иртнĕ

Паттăрлăх урокĕсем е патриотлăх темипе йĕркеленĕ калаçусем кашни шкул вĕренекенĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене хутшăнса ачасем салтаксем пирки ытларах пĕлеççĕ çеç мар, Тăван çĕршыва юратмаллине тата унпа мăнаçланмаллине тепĕр хут ăса хываççĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти 43-мĕш шкул вĕренекенĕсем патне тĕл пулăва «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк гвардийĕн» Шупашкар хулин уйрăмĕн ертӳçи, волонтер, ятарлă çар операцине хутшăнакан Никита Малов килнĕ, ачасемпе усăллă калаçу ирттернĕ. Паттăрлăх урокне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Мероприятие пухăннисем маскировка тетелĕсем çыхни тата салтаксем валли ăшă çырусем шăрçалани питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен калаçнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *