Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Федераци Канашне çитсе курнă

Федераци Канашне çитсе курнă


Раççей сенаторĕ Николай Владимиров Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадет класĕсенче вĕренекен ачасене çĕршывăн Федераци Канашне пырса курма йыхравланă.
Çак хастарсем пурте тĕрлĕрен олимпиадăсемпе конкурссен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем тата вĕренÿ отличникĕсем шутланаççĕ. Асăннă мероприятие «Время СВОих» республика программин участникĕ Иван Ярусов та хутшăннă.
Çамрăксем Федераци Канашĕн ларăвĕнче пулнă, унта вĕсене парламентăн çÿлти палатин председателĕ Валентина Матвиенко тата сенаторсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Янкăлчсем çавăн пекех Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕпе, хальхи вăхăтра Раççей сенаторĕ пулса тăрăшакан Николай Федоровпа тĕл пулнă.
Шкул ачисем Николай Владимировпа Николай Федорова хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартнă, малашлăхри ĕмĕт-тĕллевне уçса панă. Сенаторăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă.
«Ачасен пысăк интересĕпе туртăмне курма питĕ хавас пултăм. Халĕ вĕсене Мускав хули тăрăх кăсăклă экскурси кĕтет. Çак çул çÿрев çамрăксене малашлăхра тата пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарасса шанса тăратăп», _ тенĕ Николай Владимиров.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *