Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, Мускаври «Раççей» Наци центрĕнче «Раççейĕн хальхи музыка картти» Пĕтĕм Раççей шайĕнчи проектăн гала-концерчĕ иртнĕ.
Çак проекта çĕршыври композиторсене пĕрлештерес тата регионсем хушшинчи культура хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Вăл Президентăн культура пуçарăвĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçа кĕрсе пырать.
«Раççейĕн хальхи музыка карттине» йĕркелесе яма тепĕр паллă проект _ «Раççейĕн тĕрленĕ картти» хавхалантарнă. Вăл та Чăваш Енре çуралнă, ăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче пурнăçа кĕртнĕ.
Гала-концерта уçма Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕ Сергей Шойгу хутшăннă, вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн салам сăмахне вуласа панă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçтарăннисене пурне те уяв ячĕпе саламланă, çак пуçарăва ырласа йышăннисене тав тунă.
«Раççейĕн хальхи музыка картти» çĕршывăн 89 регионĕн- чи паллă композиторсен пултарулăхне пĕрлештернĕ. Юрă-кĕвĕ ăстисем хăйсен тăван тăрăхĕн музыка сăнарлăхне уçса панă.
Пирĕн республика Дмитрий Тетелĕн «Увертюра на чувашские темы» кĕввипе паллаштарнă, вăл Раççейĕн хальхи музыка картти валли çырнă пĕрремĕш мелоди шутланать. Ăна «Раççей» Наци центрĕнче проектăн чи ла-йăх кĕввисемпе пĕрле Людмила Зыкина ячĕллĕ «Россия» вырăс халăх ансамблĕ ?ертÿçи Дмитрий Дмитриенко/ шăрантарнă.
Çак увертюрăна çынсем пуçласа кăçал Чăваш Республикин кунĕнче илтме пултарнă. Унта чăвашсен паллă виçĕ кĕввине кĕртнĕ. Унтан увертюра авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускаври «Мастерская «12» театрăн сцени çинче тепĕр хут янăранă. Кĕвве ун чухне Юрий Башмет ертсе пыракан «Новая Россия» патшалăх симфони оркестрĕ шăрантарнă пулнă.

