Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Волонтерсен ĕçне çăмăллатнă

Волонтерсен ĕçне çăмăллатнă


Валерий Филиппов маскировка тетелĕ çыхма пулăшакан станок шухăшласа кăларнă.
Вăрнар тăрăхĕнчи Рункă ялĕнче пурăнакан арçын çапла майпа «Ырă чĕресем» волонтер ушкăнĕн ĕçне çăмăллатас тенĕ. Спандбонда алăпа касас пулсан вăхăт нумай иртет. Ку станок вара кĕске вăхăтрах 4 рулон материал касаять. Эппин, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне маскировка тетелĕсем ытларах çитме пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *