2026 çул пуçламăшĕнче вăрăм кану кунĕсем кĕтеççĕ.
Раштавăн 31-мĕшне шута илсен Раççейре пурăнакансем 12 кун канĕç.
Юлашки 12 çулта кану кунĕсем кун пек вăрăм пулман. Ĕçе кăрлачăн 12-мĕшĕнче тухмалла пулĕ. Çавна май пенсие те маларах парĕç: çынсем раштав уйăхĕнчех алла укçа илĕç.

