Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Курав уçăлать

Курав уçăлать


Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 80 çул çитрĕ. Çавна май чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче «Калемпе те, пăшалпа та» курав уçăлать.
Унта фронтра çапăçнă чăваш çыравçисем çинчен калакан документсемпе сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Фашистпа кĕрешме Чăваш Енрен 208 пин ытла çын кайнă. Вĕсен шутĕнче – литераторсемпе журналистсем те: Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ, Леонид Агаков, Илпек Микулайĕ, Алакĕр Ваçлейĕ, Василий Алентей, Александр Алка, Алексей Талвир тата ыттисем те. Куçса çÿрекен куравăн уйрăм пайне вăрçăра пуç хунă çыравçăсене халалланă. Экспозиципе паллашакансем палăрса ĕлкĕреймен ятсем çинчен те пĕлме пултарĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *