Чăваш Енре пурăнакансене Пĕтĕм Раççейри налук диктантне хутшăнма йыхравлаççĕ.
Кăçалхипе 4-мĕш хутчен йĕркелекен тĕрĕслев чÿк уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче «Пирĕн налуксем – ачасен тивĕçлĕ пуласлăхĕ» ятпа иртет. Ăна çак енĕпе пĕлĕве анлăлатас тĕлĕшпе пуçарнă. Налук диктантне хутшăнакансен чи малтан – ансат- рах вунă ыйтăва, ун хыççăн кăтксăрах 25 ыйтăва е Раççей ФНС йĕркеленнĕренпе 35 çул çитнипе çыхăннă 20 ыйтăва хуравламалла.
Хутшăнакансене сертификат парĕç, лайăх кăтартусемпе палăракансем вара дипломлă пулĕç.

