Урал тӑрӑхӗнчи Ҫӳлти Пышма хулинчи 25-мӗш шкулта вӗренекен ачасем чӑваш культурипе паллаштарнӑ.
Шкулта иртнӗ мероприятие вӗсем Уралти халӑхсен культура хӑйне евӗрлӗхне халалланӑ. Чӑваш культурипе паллаштарма вӗсене Екатеринбург- ри чӑваш культурин автономийӗ тата автономи хастарӗсем Владимир Ивановпа Светлана Костюкова пулӑшнӑ.

