Республикӑра юсав хыҫҫӑн ҫӗнӗ объектсем уҫӑлнӑ.
Елчӗкри Раҫҫей Геройӗ Николай Петров ячӗллӗ шкула тӗпрен юсанӑ. Халӗ 600 ытла ача хӑтлӑ классенче вӗренет. Ҫак округри Вӑрӑмхӑва ялӗнче клубра унччен сивӗ пулнӑ. Ӑна та тӗпрен ҫӗнетнӗ.
Муркаш округӗнчи Кӑпасра тата Улатӑр тӑрӑхӗнчи Стемасра фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ.
«Республикӑри ялсене аталантарса ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассишӗн ӗҫлетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев округра пурӑнакансене ҫӗнӗ объектсем хута кайнипе саламланӑ май.

