Муркаш тӑрӑхӗнчи агроблогер Валерий Егоров Мускава Наци премине кайма хатӗрленет.
Вӑл «МедиаПоле» Наци премийӗн финалне лекнӗ. Унта лекме ансат пулман, Раҫҫейри 79 регионтан тӗрлӗ професси ҫыннинчен 1583 заявка килнӗ пулнӑ.
«Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускава финала вӗҫетӗп!» – пӗлтернӗ Валерий. Сӑмах май, кӑҫал Егоровсем 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли туса илнӗ. Ҫитес ҫул вара лаптӑка тата та пысӑклатасшӑн.

