Николай Эриванов композитор «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивĕçнĕ. Вӑл – «Сӑрнай» халӑх вокал ансамблӗн ертӳҫи.
Николай Лазаревич чӑваш фольклорне пухать, чӑваш халӑх инструменчӗсене ӑсталать. Вăл 1938 ҫулхи çурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районĕнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. «Сӑрнай» ансамбле 1979 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ.

