Наци театрĕсен Вера Кузьмина ячĕллĕ «Чĕкеç» фестивале пĕтĕмлетнĕ.
Ултă куна тăсăлнă мероприятире чăваш кураканĕсем Калмăк, Алтай, Мари, Якут республикисенчи тата Пермь крайĕнчи артистсен пултарулăхĕпе паллашнă.
Жюри палăртнă тăрăх, «Чи лайăх спектакль» – «Глухой Вилюй» (Сахари Платон Ойунский ячĕллĕ академи театрĕ). «Чи лайăх режиссер» ята Борис Манджиев тивĕçнĕ.
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Надежда Зубкова «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире çĕнтернĕ. Çак ята вăл Чĕкеç рольне калăпланăшăн тивĕçнĕ.

