Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ятарлă премие тивĕçнĕ

Ятарлă премие тивĕçнĕ


«Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсем Мускавра Раççей ÿнерĕн академийĕнче иртнĕ «Мода. Наци пуянлăхĕ» фестивале хутшăннă. Унта вĕсем «Ĕмĕрсем иртсен те шурăпа» коллекципе паллаштарнă.
Хăйне евĕр подиум тăрăх чăваш тумне тăхăннă модельсем утса тухнă. Тумсене кӑтартнӑ вӑхӑтра Н.Н. Некрасов ячӗллӗ вырӑс халӑх инструменчӗсен академи оркестрӗ чӗрӗ кӗвӗ янӑратнӑ.
Чăваш фабрики фестивальте «Раççей производствинче наци йăли-йĕркине упранăшăн» премие тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *