Элвин Грей Шупашкар ачисемпе тĕл пулнă, тĕлпулу 38-мĕш шкулта иртнĕ.
Раççейри паллă юрăç ачасене артист пурнăçĕ мĕнле пуçланнине, малтанхи утăмсем тунă чухне мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине каласа кăтартнă.
Радик Юльякшин (артистăн чăн ячĕ) палăртнă тăрăх, хавхалану ун патне ăнсăртран килет. Пултарулăх çăлкуçĕ вара – пурнăç хăй.
Элвин Грей шкул ачисене кĕтмен парнепе савăнтарнă – хăйĕн концертне пырса курма билет парнеленĕ.

