Чăваш Енри поварсем «Шефсем – ĕçре» кулинари ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ.
Чулхулара иртнĕ тупăшăва Мускав, Владимир облаçĕсенчи тата Атăлçи тăрăхĕн регионĕсенчи командăсем хутшăннă.
Пирĕн республика чысне Александр Гониашвили шеф-повар, Алексей Шугуров су-шеф тата Даниил Кван кондитер хÿтĕленĕ. Вĕсем жюри членĕсене хăйне евĕр тата тутлă апатпа тĕлĕнтерсе 1-мĕш вырăн йышăннă.
Поварсем çитес çул Пĕтĕм Раççейри кулинари конкурсне хутшăнĕç.

