Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канаш тăрăхĕн АПК ветеранĕ Михаил Игошин 70 çулхи юбилейне паллă тунă. Михаил Федорович Пăрачкав райнĕнчи Мишуково салинче хресчен çемйинче çуралнă.
Шкул хыççăн çамрăк каччă Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Студент механизаци факультетĕнче пĕлĕвне аталантарнă. 1978 çулта Михаил Игошин аслă пĕлÿ илнĕ. Унтан Пăрачкав районĕнчи «Новь» колхозра инженер механик пулса ĕçлеме тытăннă.
1979-1980 çулсенче Михаил Федорович Шăхасанти ял хуçалăх техникинче аслă инженер контролерта вăй хунă. Çав тап- хăрта каччăн салтака кайма ят тухнă. Çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе икĕ çул хушши пурнăçланă хыççăн çамрăк специалист тăван предприятие таврăннă. Çакăн хыççăн тĕрлĕ должноçре ĕçлесе Канаш районĕнчи ял хуçалăх техникин управляющийĕ таран çитнĕ.
1987 çулта КПССăн районти комитечĕ хушнипе Михаил Федоровича асăннă комитетăн инструкторне куçарнă. Унтан вăл 1990 çулччен комитетăн аграри пайне ертсе пынă.
1990-1994 çулсенче Михаил Игошин «Колос» АПКн генеральнăй директорĕ пулнă. Унтан ăна Канаш район администрацийĕн ял хуçалăх управленине ертсе пыма шаннă. 1994 çултан пуçласа 2001 çулччен «Шихазанская сельхозтехника» пĕрлĕх ертÿçи пулнă. 2006 çултан пуçласа 2015 çулчен хресчен-фермер хуçалăхĕ тытса пынă.
Михаил Федорович Канаш тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ чăмăртаннăранпах унăн хастар членĕ шутланать. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывать. Михаил Игошина 1999 çулта «Чă-ваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитрĕ. Çак юбилей çулталăкĕ Игошинсен çемйинче чылайччен асра юлĕ. Шырав отрячĕ Михаил Игошинăн тетешĕн ÿт çумĕнчи медальонне тупнă. Салтак 1941 çулта Карелинче пуçне хунă пулнă. Медальона çывăх тăванĕсене панă церемоние Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов, Карелинчи шырав отрячĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Марина Осиева тата Чăваш Енри шыравçăсем хутшăннă.
Михаил Федоровича юбилей ячĕпе пĕтĕм чунтан чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Валерий ДОЛГОВ
Канаш тăрăхĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ

