Чăваш Енре пурăнакансем банксене 3 тонна вак укçа килсе панă.
Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Вак укçа эрни» акци икĕ хутчен иртнĕ – çуркунне тата кĕркунне.
Çавăн чухне пирĕн республикăра пурăнакансем 3 тонна вак укçа (2,3 миллион тенкĕ) килсе панă. Ытларах – 1 тата 10 тенкĕлĕххисене. Банк ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, кĕркунне акцие хутшăнакан йышлăрах пулнă.

