Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитес ҫула республикӑра мӗне халалланине палӑртнӑ, хушӑва алӑ пуснӑ.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, шӑпах уншӑн ҫынсем нумай сасӑланӑ.
Халӗ республикӑра Ҫӗнтерӳ тата патриотизм ҫулталӑкӗ пырать, 2024 ҫулта вара Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк пулнӑ.

