Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пысăк хисепе тивĕçнĕ

Пысăк хисепе тивĕçнĕ


Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕнчи «Мы помним» шырав отрячĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн астăвăмне сыхласа хăварас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн ятарлă медале тивĕçнĕ. Пирĕн ентешсене çак сумлă наградăпа Шупашкарта чысланă.
Мероприятие «Достояние республики обществон патриотла организацийĕ тата «Наследие» издательство çурчĕ йĕркеленĕ.
«Достояние Республики» хисеплĕ ята тĕрлĕ сферăра палăрнă Чăваш Енĕн хастар шкул ачисем илме тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче Янкăлч шкулĕнчи «Мы помним» шырав отрячĕн боецĕсем Даниил Петров, Станислав Иванов тата Алина Никитина та пур. Çак пĕлтерĕшлĕ наградăна шырав отрячĕн ертÿçине Ирина Иванована та парса хисеп тунă.
Раççей Геройĕ Николай Гаврилов шкул ачисене астăвăм наградисем _ «Çĕнтерĕве _ 80 çул» медаль парса чысланă.
Шырав отрячĕсем пысăк ĕç туса ирттернине палăртса хăвармалла. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи архив докуменчĕсене тĕпчеççĕ, экспедицисене тухса çÿреççĕ, вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă салтаксен ÿчĕсене çĕклеççĕ, паттăрсен ячĕсене тупса палăртаççĕ тата ытти те.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *