Чӑваш Тимеш пылӗ Раҫҫей шайӗнче 3-мӗш хут пысӑк хака тивӗҫнӗ.
Лариса Анисимова хурт-хӑмӑр ӑсти «Раҫҫейри чи лайӑх пыл – 2025» конкурсра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ӑмӑртура 61 регионти пин те ҫӗр ытла продукцие пахаланӑ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи утарҫӑ кӑҫал кӑна ҫӗршыв шайӗнче 3 хутчен кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Лариса Анисимова туса илекен сиплӗ ҫимӗҫе Раҫҫейри пыл карттине кӗртнӗ.

