Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Фейерверксем яма юрамӗ

Фейерверксем яма юрамӗ


Ҫӗнӗ ҫулти уявсенче тата канмалли кунсенче Шупашкарта пиротехникӑпа усӑ курассине чикӗлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен инкеклӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен пушара хирӗҫ режим вӑйра пулӗ. Ҫавна май уявсенче пиротехникӑпа ирӗклӗн усӑ курма чарӗҫ, никамӑн та фейерверксем яма юрамӗ.
Иртнӗ ҫулсенче тӗп хулара пиротехникӑпа усӑ курмалли ятарлӑ лапамсем пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *