Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Шупашкартан Мускава самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Кун пирки аэропорт пресс-служби пӗлтерет.
«Победа» авиакомпани расписание хушма рейссем кӗртме йышӑннӑ. Ку раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта Раҫҫей чукун ҫулӗ те хушма пуйӑссем яма палӑртнӑ.

