Канаш округӗнче пурӑнакан Зоя Малышева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ.
Зоя Васильевна Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ. Канаш типографийӗнче 40 ҫул ытла наборщицӑра ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл пӗртӑванӗсен ачисен хӳттинче пурӑнать.
Юбиляра Канаш округӗн пуҫлӑхӗ Валерий Чернов саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн открыткине парнеленӗ.

