Чӑваш Енре страхлав пенсине 7,6 процент таран индексациленӗ.
Ҫакӑ республикӑри тивӗҫлӗ канури 300 пин ытла ҫынна пырса тивнӗ. Вӑл шутра ӗҫлекен тата канури пенсионерсем, сусӑррине тата ашшӗсӗр е амӑшсӗр юлнине пула патшалӑхран пулӑшу илсе тӑракансем.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен страхлав пенсийӗ вӑтамран 1 пин те 602 тенкӗ ӳснӗ. Социаллӑ пенсие ҫӗнӗрен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шутласа парӗҫ.

