Ҫӗнӗ Ҫул умӗн 64 тӑлӑх ача хӑйсен хваттер черетне кӗтсе илнӗ.
Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа вӗсене республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.
Регион ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес 2-3 ҫулта сахалтан та ашшӗ-амӑш хӳттисӗр ӳснӗ тепӗр пин ҫынна хваттер уҫҫисем памалла.
2020-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енри 2 пин ытла тӑлӑх пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ.

